#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин январӗн 12-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Ҫак уяв прокурор профессийӗ пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫӗ пулса тӑнӑ, саккуна тӗрӗс те парӑннӑ, пирӗн граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлекен, право йӗркине тытса тӑракан, ҫӗршыв суверенитетне ҫирӗплетес ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывакан ҫынсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне патшалӑх тата общество енчен пысӑк йышӑннине сӑнлать», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Президент пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пыракан самана тӑршшӗнче прокуратурӑра ӗҫлени принциплӑха, харпӑр яваплӑха, законодательствӑна тарӑн пӗлнине, ҫавӑн пекех хӑйсен йышӑнӑвӗсене ӗненмелле аргументацилеме пӗлнине хистенине палӑртнă. Хальхи вӑхӑтра шӑпах çак пахалӑхсем Раҫҫей прокурор корпусӗн чи лайӑх представителӗсене ыттисенчен уйӑрса тăраҫҫӗ. Ҫамрӑк ӗҫченсемшӗн вара вӗсем професси ориентирӗ пулса тӑраҫҫӗ.
«Паян прокуратура правӑпа патшалӑх влаҫӗн чи пӗлтерӗшлӗ тытӑмӗсенчен пӗри шутланать. Эсир саккуна пӑснине тупса палӑртас, чарас тата асӑрхаттарас тӗллевсене анлӑн татса паратӑр, граждансен, обществӑн тата патшалӑхӑн прависемпе интересӗсене хӳтӗлетӗр тата ҫӗнӗрен чӗртетӗр, преступленипе тата коррупципе кӗрешес ӗҫе сулмаклӑ тӳпе хыватӑр, суд инстанцийӗсенче патшалӑх айӑплавӗсене ырлатӑр», — малалла тӑснă Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн Администрацийӗн пресс-служби.