Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
15 Кӑрлач , 10:29

Путин СВО зонинче ĕçлекен Раҫҫей следователӗсен ӗҫне палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин СВО зонинче ĕçлекен Раҫҫей следователӗсен ӗҫне палӑртнӑ
Путин СВО зонинче ĕçлекен Раҫҫей следователӗсен ӗҫне палӑртнӑ


#владимирпутин
Путин: следовательсем киев режимӗн преступленийӗсене СВО зонинче документлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн (СК) представителӗсем ятарлӑ ҫар операцине (СВО) ирттерекен территорие явӑҫнӑскерсем Донбасра йӗрке тума пулӑшаҫҫӗ. Кун пирки кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче ӗҫлекен следовательсене уйрӑм тав сӑмахӗсем: неонацист режимӗн преступленийӗсене тупса документацилеҫҫӗ, Донбасра тата Новороссире йӗркепе саккунлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ унӑн Кремльти сайтра пичетленнӗ РФ СК йӗркеленӗренпе 15 ҫул ҫитнӗ ятпа янă телеграмминче.
РФ Президенчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хӑй пурӑннӑ ҫулсенче асӑннӑ орган ҫӗршыври право хуралӗн тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн умӗнхи йӑли-йӗркине упрать, патшалӑх интересӗсене упраса хӑварассине тата граждансене хӳтӗлессине тивӗҫтерет.
Путин ведомство представителӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫлассине, çавӑн пекех Тӑван ҫӗршыва, Раҫҫей халӑхне тӳрӗ кӑмӑлпа тата парӑнса ӗҫлессине ҫирӗплетнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2024864/2026-01-15/putin-otmetil-rabotu-zadeistvovannykh-v-zone-svo-rossiiskikh-sledovatelei

 

Путин СВО зонинче ĕçлекен Раҫҫей следователӗсен ӗҫне палӑртнӑ
Путин СВО зонинче ĕçлекен Раҫҫей следователӗсен ӗҫне палӑртнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас