Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
19 Кӑрлач , 11:17

Уфари пенсионерка аферистсене 1 млн тенкӗ ытла панӑ

Хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тенӗ.

Уфари пенсионерка аферистсене 1 млн тенкӗ ытла панӑ
Уфари пенсионерка аферистсене 1 млн тенкӗ ытла панӑ

 

Хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тенӗ.

ПР МВД кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 6-мӗш полици уйрӑмне ултав пирки 69 ҫулти хӗрарӑм заявлени панӑ. Вӑл интернетра инвестици хывасси пирки пӗлтерӳ курнӑ та хӑйӗн телефон номерне хӑварнӑ. Кӑштахран унпа инвестици специалисчӗ имӗш, укҫа ӗҫлесе илме пуҫлас тесе чи пӗчӗк суммӑна куҫарма ӳкӗтленӗ.

Унтан ҫак ҫынна усал шухӑшлӑ ҫынсем тепӗр номертен шӑнкӑравласа, вӑл хӑйӗн мӗнпур укҫине счетран кӑлармасан, брокер укҫи-тенкине туртса илнӗшӗн иск парассипе хӑратнӑ. Ҫакна сирес тата хӑйӗн укҫине сыхласа хӑварас тесе пенсионерка хӑйне янӑ реквизитсем тӑрӑх укçине куҫарма тытӑннӑ.

Ывӑлӗ ун патне килсен вӑл палламан ҫынсемпе хутшӑннине курнӑ. Вӗсем ултавҫӑсем иккенне ҫийӗнчех ӑнланса ӑна чарнă. Вӗсем полици уйрӑмне пӗрле кайнӑ. Ку фактпа ултав ӗҫӗ пуҫарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-01-18/pensionerka-iz-ufy-otdala-aferistam-bolee-1-mln-rubley-4540987

 

Уфари пенсионерка аферистсене 1 млн тенкӗ ытла панӑ
Уфари пенсионерка аферистсене 1 млн тенкӗ ытла панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас