Ватă хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,5 млн тенкӗлӗх пуянлатнӑ.
Полицие 78 ҫулти пенсионерка ултав пирки заявлени панӑ. ПР МВД малтанхи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, заявительницӑн мобильлӗ телефонӗ ҫине тавар кӳрекен служба курьерӗсем пек паллаштарнӑ ҫынсенчен икӗ шӑнкӑрав килнӗ. Посылка илмелли сӑлтав тупса вӗсем унран смс-ҫыруран ҫирӗплетмелли кода илнĕ, кайран ӑна унӑн аккаунтне кӗме усӑ курнӑ.
Унтан «Роскомнадзор, Росфинмониторинг тата хӑрушсӑрлӑх службин специалисчӗсем» шӑнкӑравланӑ. Вӗсем панӑ код «Госуслуги» порталӗнче унӑн аккаунтне кӗме май уҫнине пӗлтернӗ. Росфинмониторингӑн суя специалисчӗ суя доверенноҫа кӑтартнӑ, заявлени паракана видеоҫыхӑну валли виҫҫӗмӗш приложени вырнаҫтарма хистенӗ. Заявительница хӑйӗн банкӗсенче вкладсем пурри ҫинчен тата хӗрӗ аллинче упранакан ют ҫӗршыв валюти ҫинчен пӗлтернӗ.
Унтан хӗрарӑмпа «хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» ҫыхӑну тытнӑ, вӑл «ултавҫӑсене» хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗ, хӑй пулӑшасса шантарнӑ. Кун тӑршшӗпе усал шухӑшлӑ ҫынсем «деклараци хатӗрлесси» сӑлтавпа пулас ухтарма тата «преступниксен» ӗҫ-хӗлне чарма заявлени паракана курьера пама мӗнпур укҫана хатӗрлеме кирлине ӗнентернӗ.
Видеоҫыхӑну тӑрӑх татти-сыпписӗр тӗрӗслесе тӑнӑ май шар куракан «следователь» кӑтартӑвӗсене пӑхӑнса укҫана пакета тултарнӑ. Ӑна курьерпа тӗл пулма пароль панӑ, ӑна вӑл 1,5 миллион тенкӗ ытла укҫине панӑ, вӑл вара хӑй енчен тӗп банкран суя документ панă имӗш. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва каллех «федераллӑ хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ» тухнӑ та счет ӑнӑҫлӑ «хупӑнни» пирки пӗлтернӗ, ҫакӑнпа пенсионерӑн тимлӗхне тӗппипех ҫывратнӑ.
Унчченхи мӑшӑрӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм ултавҫӑсен парни пулнине ӑнланса илнӗ, полицие кайма уйланă.