Уфа хулин 2-мӗш номерлӗ полици уйрӑмӗ ултав схемин парни пулнӑ 62 ҫулти хӗрарӑмран заявлени йышӑннӑ.
Малтан палӑртнӑ тӑрӑх, Уфа хӗрарӑмӗ мессенджерта хӑй вӑй хуракан предприятин тӗп инженерӗ тесе паллаштарнӑ ҫынран хыпар илнӗ. Палӑртса хунӑ тӗрӗслев тата унта ӗҫлекенсене шӑнкӑравласси пирки пӗлтернӗ. Каярахпа хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ вырӑнӗнче тӑракан самозванецран тата тепӗр шӑнкӑрав пулнă, вӑл хӗрарӑма хӑйӗн укҫине ют ҫӗршыва кӑларас шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пек чухне шӑнкӑравлаканни инцидент пирки шарламасӑр тӑма ҫине тӑрсах сӗннӗ.
Унтан ултавҫӑсем хӗрарӑма хӑйӗн укҫа-тенкине Центробанк хупса хунине пӗлтернӗ, пухнӑ укҫана ҫийӗнчех илсе ятарлӑ «хӳтлӗхлӗ счет» ҫине яма сӗннӗ. Хӗрарӑм «экспертсен» сӗнӗвӗсене пӑхӑнса пысӑк суммӑна – 2,5 миллион тенке яхӑн - илсе преступниксен банк счечӗсене куҫарнӑ.
Кӗҫех шар курнӑскер улталаннине ӑнланса ултавҫӑсемпе хутшӑнма чарӑннӑ, право йĕркине сыхлакан органсене заявлени панă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-21/ufimka-perevela-moshennikam-2-5-milliona-rubley-4544538