Салават полицине пысӑк ултав пирки заявлени çырнă: 43 ҫулти вырӑнти хӗрарӑм пĕтĕмпе 18 миллион тенкӗ укҫасӑр юлнӑ - унта кредит илнӗ тата хăй перекетленĕ укçа пулнă.
МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма Анастасия тесе паллаштарнӑ паллӑ мар ҫын ҫырнӑ. Шанӑҫлӑ хутшӑнура ҫӗнӗ пӗлӗш ӑнӑҫлӑ инвестици хывасси пирки каласа кӑтартнӑ, ку енӗпе хӑйӗн пулӑшӑвне сӗннӗ.
Часах инкеке лекнӗ ҫынна компани ертӳҫи текеннипе паллаштарнӑ, унтан «трейдера» панӑ. Хӗрарӑм приложени вырнаҫтарнӑ, вӗреннĕ, укҫа хывма тытӑннӑ. Пěрремěш укҫи-тенки нумай пулман - 50 пин тенкĕ таран. Приложенире унӑн укҫи-тенкине кӑтартнине курсан хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ.
«Трейдер» ӑна пысӑк тупӑш валли пысӑк укҫа-тенкӗ кирлине ӗнентернӗ. Канаш панӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм темиҫе кредит илнĕ, перекетленĕ мӗнпур укçине хывса инвестици енчӗкӗ ҫине куҫарнӑ.
Ултавҫӑсем «ӗҫлесе илнӗ» укҫана онлайн-улӑштаракан урлӑ кӑларма сӗнсен татӑлнӑ. Операци иртнӗ, анчах шут ҫине укҫа-тенкӗ килмен. «Техподдержкӑран» пулӑшу вырӑнне айӑплав килнӗ: хӗрарӑм хӑй йӑнӑш тунӑ имӗш. Енчӗке «уҫма», пурне те ҫухатас мар тесе унран тепӗр 3 миллион ыйтнӑ. Ҫак самантра ҫеҫ инкек тӳснӗ ҫын хӑйне епле хытӑ улталаннине ӑнланнă.
Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.