Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
6 Нарӑсӑн , 11:48

Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ

Аит ялӗнчи Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулта ултав ӗҫӗсем йышланнипе тата вӗренекенсен финанс тата информаци пӗлӗвне ӳстерес тӗллевпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.

Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ

Аит ялӗнчи Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулта çамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р.К. Латыпова ултав ӗҫӗсем йышланнипе тата вӗренекенсен финанс тата информаци пӗлӗвне ӳстерес тӗллевпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Ҫул ҫитменнисен хушшинче ултав ӗҫӗсене сирме пулӑшакан мероприяти вӑхӑтӗнче усал шухӑшлӑ ҫынсем усӑ куракан чи анлӑ сарӑлнӑ ултав схемисене, ҫавӑн пекех вӗсенчен сыхланмалли тухӑҫлӑ мелсене пӑхса тухнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗренекенсем ыйтусене хастар хуравланă, хӑйсен опычӗпе паллаштарнă, ултавҫӑсен парни пулма пултаракан тӗрлӗ лару-тӑрӑва сӳтсе явнă. Критикӑлла шухӑшлав, палламан ҫынсемпе тата онлайн-уҫлӑхра хутшӑнсан асӑрханулӑх кирлине тепӗр хут палӑртнă.

#БижбулякскийРайон
#ОсторожноМошенники

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Шкул ачисемпе «Асӑрханӑр, ултавҫӑсем!» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас