Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
10 Нарӑсӑн , 10:35

Банк ӗҫченӗ Уфара пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ

Уфари банк ӗҫченӗ хула хӗрарăмне ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ, ПР МВД пӗлтернĕ

Банк ӗҫченӗ Уфара пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ
Банк ӗҫченӗ Уфара пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ

Уфари банк ӗҫченӗ хула хӗрарăмне ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ, ПР МВД пӗлтернĕ. Пӗтӗмпех хулари 70 ҫулти хӗрарӑм илнӗ мессенджерти пӗлтерӳрен пуҫланнă. Вӑл унӑн унчченхи ӗҫ параканӗнчен килнӗ имӗш, «ӗҫлекенсен персоналлӑ даннӑйӗсемпе архива цифрӑламалла» тесе ҫырнине илнĕ. Хӗрарӑм ссылка тӑрӑх каҫнă та, пӗлтерӳ хушнӑ пек, ултӑ цифрӑллӑ кода ярса панă. Ҫакӑн хыҫҫӑн часах вӑл «Госуслуги» портала ҫӗмӗрни ҫинчен пӗлтерӳ илме пуҫланӑ.

Малалла хула çыннипе «Госуслуги» порталпа правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем тесе паллаштарнӑ ҫынсем ҫыхӑннӑ. Укҫа-тенке хӳтӗлес сӑлтавпа вӗсем ӑна «ҫӗнӗ баланс счечӗ» ҫине укҫа куҫармаллине ӗнентернӗ, унсӑрӑн вӗсене ултавҫӑсем вӑрласа каясси пирки хӑратнӑ.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм банка кайнӑ. Ухсай урамӗнче вырнаҫнӑ «Сбербанк» уйрӑмӗнче ӗҫлекен ултав схемине ăнланса илнӗ, мӗн пулса иртнине полицие пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра финанс учрежденийӗн ӗҫченне хавхалантарма Раҫҫей МВД  Уфа хулинчи управленине йыхравлӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Социаллă сеть.

 

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-02-09/sotrudnitsa-banka-spasla-ot-moshennikov-zhitelnitsu-ufy-4571150

 

 

Банк ӗҫченӗ Уфара пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ
Банк ӗҫченӗ Уфара пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсенчен ҫӑлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас