Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Нарӑсӑн , 11:52

Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ

Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкула полици ӗҫченӗсем килсе 8, 9, 10 тата 11 классенче вӗренекенсемпе информаципе ҫутӗҫ калаҫӑвӗ ирттернĕ.

Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ
Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ


Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкула полици ӗҫченӗсем килсе 8, 9, 10 тата 11 классенче вӗренекенсемпе информаципе ҫутӗҫ калаҫӑвӗ ирттернĕ. Тӗлпулӑвӑн тӗп темисем:
- Уголовнӑй яваплӑх - уголовнăй яваплӑха мӗнле ӗҫсем илсе ҫитерме пултарнине, уйрӑмах ҫул ҫитмен чухне, тата вӗсене мӗн пырса тивнине ӑнлантарса панă.
- Ултав - ултавҫӑсен тӗрлӗ тӗсӗ ҫинчен, усал шухӑшлакансен чеелӗхне лекес мар, кулленхи пурнӑҫра тимлӗ пуласси ҫинчен каласа панă.
- Дропперсем - дропперсем камсем иккенне, вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса схема мӗнле ӗҫленине тата мӗншӗн саккунсӑр та хӑрушӑ пулнине ӑнлантарнă.
Тӗлпулу тӗллевӗ - шкул ачисен право пӗлӗвне ӳстересси, саккуна хирӗҫле ӗҫсенчен асӑрхаттарасси тата саккунсене яваплӑ хутшӑну йӗркелесси.

#МОБУСОШ3
#СоциальныйПедагог
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118

 

 

Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ
Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ
Пишпӳлекри 3-мӗш вăтам шкул ачисем право пĕлĕвне ÿстернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас