Çутă çул
+11 °С
Ясно
Право тата закон
18 Февраля , 05:37

Пелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑ

Полици асӑрхаттарать: Ссылкӑсем тӑрӑх юлташсенчен пулсан та ан кайӑр — вӗсене шӑнкӑравлӑр.

Пелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑПелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑ
Пелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑ

54 хӗрарӑма «одноклассница» тесе ҫырнӑ, видеона уçса пӑхма ыйтнӑ: пӗрлехи пӗлӗшӗм çул-йӗр инкекӗ пулса тӑнӑ мар-и? Канӑҫсӑрланнӑ хӗрарӑм ссылкӑпа куҫнӑ. Видео уҫӑлман, каярах унӑн карттинчен 5 пин тенкӗ ҫухалнă.

42 ҫулти хула çынни «пӗлӗшӗнчен» çул-йĕр аварине лекнĕ «палланӑ Паша» пирки тата видеофайл пирки ҫакнашкал хыпар илнӗ. Видео уҫма хӑтланнӑ хыҫҫӑн мессенджер сӳннӗ, виртуаллӑ кредитка счечӗнчен хӗрарӑмăн 50 пин тенкине кӑларса илнӗ.

Иккӗшӗнче те чӑн-чӑн палланӑ хӗрарӑмсен аккаунчӗсене ҫӗмӗрнӗ.

Полици асӑрхаттарать:

- Ссылкӑсем тӑрӑх юлташсенчен пулсан та ан кайӑр — вӗсене шӑнкӑравлӑр.

- СМСри кодсене ан пӗлтерӗр.

- Икӗ факторлӑ аутентификацие пур ҫӗрте те кӗртӗр.

- Взлом пуласса курсан парольсене тӳрех улӑштарӑр та банка шӑнкӑравлӑр.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-02-17/v-belebee-dve-zhenschiny-poteryali-dengi-pereydya-po-ssylkam-ot-druzey-4581997

 

 

Пелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑ
Пелепейре икӗ хӗрарӑм «туссенчен» ссылкӑсене кĕрсе укҫа ҫухатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас