Стерлитамакри полицие 45 ҫулти арҫын ҫитнӗ. Раштав уйӑхӗнчех вӑл хӗрпе паллашмалли приложенире паллашнӑ. Хĕр ӑна биржӑра ҫӑмӑл ӗҫлесе илме сӗннӗ: акцисене туянса хаклӑрах сутма.
Арҫын ҫӗнӗ пӗлӗшӗ сӗннӗ «инвестици» валли приложени вырнаҫтарнӑ. Харпӑр хӑй перекечӗ пӗтсен вӑл юлташӗнчен укҫа кивҫен илнӗ. Анчах счета черетлӗ тултарнӑ хыҫҫӑн унӑн харпӑр кабинетне хупнӑ.
Ҫавӑн чухне тин Стерлитамак ҫынни хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Сиен 1 млн тенкӗ ытла пулнӑ: 300 пине яхӑн хӑйӗн тата 750 пин кредит.
«Уйрӑмах пысӑк виҫепе улталани» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.