Раҫҫей МВД Дуван районӗнчи уйрӑмӗн следователӗсем пысӑк мошенник ĕç-хĕлне тӗпчеҫҫӗ, унӑн парни вырӑнти ватӑ ҫын пулнӑ. Инкек тӳснӗ ҫын телефон аферисчӗсене шанса хӑйӗн мӗнпур пухса пынă укçисӗр тӑрса юлнӑ.
Преступниксем çакнашкал схемӑпа ӗҫленĕ: ФСБ тата Следстви комитечӗн сотрудникӗсем пек паллаштарнӑ май вӗсем пенсионера укҫа-тенкӗне «хупса хумалла», «тӳрӗ мар кăмăллă банк ӗҫченне» тытма пулӑшмалла тесе ӗнентернĕ. Психологи пусӑмне парӑнса арҫын хӑйӗн килне килнӗ икӗ тӗрлӗ курьера пӗтӗмӗшле 4,5 миллион ытла тенкӗ тыттарнӑ.
Ку фактпа РФ УК 159 статйипе (мошеничество) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ. Пушкӑртстан полицийӗ граждансене черетлӗ хут сыхӑ пулма чӗнет.