Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Мартӑн , 10:28

Раҫҫейре кибермошенниксемпе кӗрешессине вӑйлатнӑ

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнчен тытӑнса Раҫҫейре киберсаккуна пăснипе кӗрешес тӗллевлӗ саккун нормисем вӑя кӗнӗ.

Раҫҫейре кибермошенниксемпе кӗрешессине вӑйлатнӑ
Раҫҫейре кибермошенниксемпе кӗрешессине вӑйлатнӑ

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнчен тытӑнса Раҫҫейре киберсаккуна пăснипе кӗрешес тӗллевлӗ саккун нормисем вӑя кӗнӗ. «Антифрод» патшалӑх информаци тытӑмне йӗркелесси тӗп ҫӗнӗлӗх пулнă.

Ҫӗнӗ механизм ведомствӑсене преступленисене сирес тӗллевпе даннӑйсене хӑвӑрт улӑштарма май парать. Системӑра ултавҫӑсем, вӗсен телефон номерӗсем тата фишинг ресурсӗсем ҫинчен информаци пуҫтарӑнӗ. Унта Генпрокуратура, СК, Раҫҫей Банкӗ, кредит организацийӗсемпе ҫыхӑну операторӗсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин палӑртнӑ тӑрӑх, киберсаккуна пăснипе кӗрешесси приоритет шутланать: пӗлтӗртенпе ҫак сферӑра 11 федераллӑ саккун йышӑннӑ ӗнтӗ. Хатӗрленекен пуҫарусен хушшинче — пӗр ҫын пуҫне банк карттисен шутне чакарасси, пӗтӗм тӗнчери шӑнкӑравсене обязательнӑй маркировка тӑвасси, ҫавӑн пекех сим-карттӑсене саккунсӑр майпа сутнӑшӑн яваплӑха вӑйлатасси.

Кунсӑр пуҫне мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа микрофинанс организацийӗсем граждансен ирӗклӗ килӗшӗвӗсӗр займсене ҫырӑнтарма хӑтланни пирки ЦБ пӗлтерме тивӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» / архив.

 

https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-03-02/v-rossii-usilili-borbu-s-kibermoshennikami-4599070

 

 

Раҫҫейре кибермошенниксемпе кӗрешессине вӑйлатнӑ
Раҫҫейре кибермошенниксемпе кӗрешессине вӑйлатнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас