Чишма районӗнчи Раҫҫей МВД уйрӑмӗн полицине вырӑнти 66 ҫулти хӗрарӑм пысӑк сумма укҫа вӑрлани пирки заявлени панӑ. Шар курнӑскер 3 миллион ытла тенкӗсĕр юлнӑ тесе пӗлтерет ПР МВД.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗрремӗш шӑнкӑрав паллӑ мар номертен социаллă хÿтлĕх ӗҫченӗнчен килнӗ имӗш. Вӑл пенсионеркӑна унӑн ӗҫ стажне тишкернӗ чухне пенсие тӗрӗс шутлама кирлӗ виҫӗ ҫул ҫитменни палӑрнине пӗлтернӗ. Лару-тӑрӑва тӳрлетес тесе арҫын парнене хӑйĕн уйрӑм даннӑйсене пама тата Пенси фондне ҫырӑнма ӳкӗтленӗ.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн хӗрарӑма «нумай функциллӗ центр ӗҫченӗнчен» шӑнкӑрав килнӗ: пенсионерка тӗлӗшпе ултавлӑ ӗҫсем тупса палӑртнӑ имӗш, тишкерме унпа хӑрушсӑрлӑх служби ҫыхӑнӗ. Часах ҫыхӑнӑва суеҫӗ тухнă та суеҫӗ ӗҫне явӑҫтарнă. Ун хыҫҫӑнхи кунсенче, усал шухӑшлакансем ӑна ҫӗршыври ултав ӗҫӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйӗн перекетленĕ укçи хӑрушлӑхра пулнине ӗнентернӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем хӗрарӑмӑн банксенчен пӗринче пысӑк вклад пуррине палӑртнӑ.
Аферистсен инструкцийӗсене пӑхӑнса хӗрарӑм Уфари банк уйрӑмне ҫул тытнӑ. Пысӑк сумма илме тӑнӑ чухне банкӑн тимлӗ ӗҫченӗ операци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ, клиентка ултавҫӑсен витӗмӗпе мар-и тесе тӳрремӗнех ыйтнӑ. Хӗрарӑм, ултавçăсем ҫирӗплетнӗ сценарипе укҫана урӑх кредит организацине куҫарма палӑртни пирки хуравланă. Укҫине илсен телефонпа «юриста» пӗлтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн «специалист» унăн килне курьер килессине пӗлтернӗ, ӑна «сыхланма» укҫа пакетне памалла иккен. Ҫав каҫах хӑйӗн килӗ умӗнче шар курнӑ ҫын паллӑ мар арҫынна укҫа тултарнӑ полиэтилен хутаҫ тыттарнӑ.
Инкеке лекнӗ ҫын ултавҫӑ аллине лекнĕ пирки аферистсем ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан ăнланнă. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ фактпа РФ Уголовнӑй кодексӗн 159-мӗш статйипе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.