

Нефтекамск хулинчи полицин дежурнӑй чаҫне вырӑнти 46 ҫулти хӗрарӑм ҫитнӗ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем заявительницӑран пысӑк сумма харпӑр хӑй перекетленĕ укçине вӑрланӑ тесе пӗлтерет ПР МВД.
Инкек тӳснӗ ҫын сӑмахӗнчен истори ăна паллӑ мар номертен шӑнкӑравланинчен пуçланнă. «Военкомат ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ арҫын хӗрарӑма ырӑ хыпар пӗлтернӗ: унӑн мӑшӑрне патшалӑх наградине пани пирки.
Награда илме шӑнкӑравлакан хӗрарӑма хӑй патне пыма чӗннӗ, анчах ҫурта электрон пропуск ҫыртарма смс-ҫыруран код ҫырса памалла имӗш. Шаннă хӗрарӑм каланине пурнӑҫланӑ, ҫапла майпа аферистсене «Госуслуги» порталта хӑйӗн аккаунтне кӗме май панӑ.
Тепӗр сехетрен аккаунта ҫӗмӗрме хӑтланни пирки пӑшӑрхантаракан хыпар ҫитнӗ имӗш. Пӗлтерӳ текстӗнче хӗрарӑмӑн докуменчӗсене «ӑнӑҫлӑ пушатнӑ» тесе ҫирӗплетнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатма хӗрӳ лини номерӗпе тепӗр хут шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Асӑннӑ номерпе тепӗр хут шӑнкӑравласа шар курнӑ ҫын «специалиста» лекнӗ, вӑл аккаунта ҫӗмӗрнине ҫирӗплетнӗ. Ултавҫӑ ун ячӗпе виҫҫӗмӗш ҫынна доверенность ҫырнине пӗлтернӗ. Унтан, мессенджерсенчен пӗринче хӗрарӑмпа «Ева Анохина» — Росфинмониторинг ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ хӗр ҫыхӑннă. Вӑл тӗлӗнтермӗш хыпар пӗлтернӗ: хӗрарӑм туслӑ мар патшалӑхсене укҫа-тенкӗ уйӑрать имӗш, ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарас хӑрушлӑх пурри палӑрнă.
Хӑйӗн укҫине ҫӑлас тата хутшӑнманнине ӗнентерес тесе васкасах мӗнпур укҫана пухма, ҫывӑхра банкомат тупма тата укҫа-тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Инструкци хыҫҫӑн нефтекамка банкомат патне кайнă. Ултавҫӑсем ҫырнӑ приложенипе усӑ курса тата телефона банкомат ҫумне ҫыпӑҫтарса вӑл ҫичӗ транзакци тунӑ, палӑртман счетсем ҫине хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçине 600 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланнине ӑнланса илни хӗрарӑм патне тепӗр кунхине ҫеҫ ҫитнӗ, ун хыҫҫӑн вӑл ҫийӗнчех полицие ҫитнӗ.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-03-11/zhitelnitsa-bashkirii-lishilas-deneg-posle-zvonka-iz-voenkomata-4610666