Иртнӗ талӑкра Пушкӑртстанра ултавҫӑсем республикӑри темиҫе ҫынран 5 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ тесе пӗлтерет ПР МВД.
Кумертау хулинче вырӑнти 51 ҫулти хӗрарӑмпа мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ, инвестиципе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Псевдоброкер платформӑсем янӑ, унта укҫа хывма, ҫакӑнтан тупӑш илме пулать имӗш. Шар курнӑскер 2 миллион тенкӗ ытла куҫарнӑ, уншӑн нимӗн те илмен. Каярахпа унпа ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, вӑл хӑйӗн укҫине ултавҫӑсене куҫарнине ӑнланнӑ.
Уфара 41 ҫулти арҫын патне автомобиль сутакан менеджерсем шӑнкӑравласа машинӑна тупӑшлӑ хакпа туянма сӗннӗ имӗш. Арҫын килӗшнӗ, укҫа-тенке тӗрлӗ банка куҫарма тытӑннӑ, ҫапла майпа вӑл ултавҫӑсене пӗтӗмӗшле 1,7 миллион тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Уфари икӗ студента патшалӑх органӗсен псевдосотрудникӗсем хӑйсене ҫӗмӗрни тата вӗсен укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулни пирки пӗлтернӗ. 21 ҫулти хӗр «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине пӗтӗмӗшле 380 пин тенкӗ ытла укҫа куҫарнӑ. Ҫавӑн пек тӗслӗх 21 ҫулти каччӑн пулнӑ, вӑл та 360 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Салават хулинче 28 ҫулти вырӑнти ҫын патне аферистсем шӑнкӑравласа ҫыхӑну операторӗн ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Вӗсем арҫынна хӑйсен компанийӗпе тунӑ договора тӑсмаллине, кода каласа памаллине ӗнентернӗ. Шар курнӑскер вĕсем ыйтнӑ пек пӗтӗмпех тунӑ, ун хыҫҫӑн ӑна та ҫӗмӗрнине, укҫа-тенке «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ. Арҫын 250 пин тенкӗ ытла янӑ, кайран ҫеҫ вӗсем ултавҫӑсем пулнине ӑнланнӑ.