Аферистсем студенткӑн перекетне тахҫанах паллӑ преступлени схемипе усӑ курса вӑрланӑ.
Правӑна сыхлакан органсене 19 ҫулти хӗр пӗр миллион тенкӗ ытла укҫа ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Тишкерӳ вӑхӑтӗнче полици ӗҫченӗсем инкек умӗн палламан ҫын шӑнкӑравланине палӑртнӑ. Шӑнкӑравлакан ун ячӗпе чечексем саккас пани пирки пӗлтернӗ имӗш. Илсе килнине ҫирӗплетес тесе вӑл смс-пӗлтерӳре килнӗ кода калама ыйтнӑ, — хӗр ҫак условие пурнӑҫланӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах тепӗр хут шӑнкӑрав пулнă. Хальхинче калаҫакан хӑйне федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ведомствин агенчӗ тесе паллаштарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче унӑн аккаунтне санкцилемен кӗме май пурри пирки пӗлтернӗ. Вӑл инкеке лекнӗ ҫынна виҫҫӗмӗш ҫынсем унӑн укҫи-тенкине куҫарнине, ҫавна май ӑна уголовлӑ преступленипе айӑпланине ӗнентернӗ.
Студенткӑн депозичӗ ҫинче 1,3 миллион тенкӗлӗх укҫа упраннине пӗлсен трубкӑри сасӑ ҫак активсене хӳтӗлеме ҫине тӑрса сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем хушнине пӑхӑнса гражданка хӑйӗн мӗнпур перекетне хушнӑ реквизитсем ҫине куҫарнӑ.
Ултавҫӑсемпе ҫыхӑну татӑлнӑ хыҫҫӑн студентка хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Хӗр полицие ҫитнӗ.