Çутă çул
+11 °С
Облачно
Право тата закон
13 Апреля , 10:12

Телефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗ

Полицие харӑсах темиҫе ҫын пынӑ, вӗсем телефон аферисчӗсен парнисем пулса тӑнӑ, пӗлтерет ПР МВД.

Телефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗТелефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗ
Телефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗ

Полицие харӑсах темиҫе ҫын пынӑ, вӗсем телефон аферисчӗсен парнисем пулса тӑнӑ, пӗлтерет ПР МВД. Сиенӗн пӗтӗмӗшле сумми 5 миллион тенкӗ ытла пулнӑ.
Пӗрремӗш тӗслӗхре 62 ҫулти уфимкăна арҫын шӑнкӑравланă, вӑл хӑйне домофон специалисчӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл килте оборудовани улӑштарассине пӗлтернӗ, СМСри кода калама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑма «Росфинмониторинг ӗҫченӗсем» тата «ФСБ» шӑнкӑравлама тытӑннӑ, унӑн укҫи хӑрушлӑхра тесе ҫирӗплетнӗ. Хӗснипе шар курнӑскер 2,4 миллион тенке «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарнӑ.
Аферистсен парни Уфара пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм та пулнӑ. Вӑл та «перекетсене ҫӑласси» пирки шӑнкӑравланине ӗненнӗ, 1,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Виҫҫӗмӗш тӗслӗхре Учалари 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,3 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Ӑна инвестици компанийӗн представителӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, ятарлӑ приложени вырнаҫтарма тата каланă счетсем ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.
Пушкӑртстанри МВД граждансене палламан ҫынсемпе калаҫнӑ чухне сыхӑ пулма аса илтерет. Хӑвӑрӑн харпӑр даннӑйсене телефонпа никама та ан пӗлтерӗр. Паллӑ мар ҫынсем ыйтнипе укҫана «хӑрушлӑхсӑр счетсем» ҫине ан куҫарӑр.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-04-12/telefonnye-aferisty-vymanili-u-troih-zhiteley-bashkirii-bolee-5-mln-rubley-4649175

 

 

Телефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗ
Телефон аферисчӗсем виҫӗ ҫынран 5 млн тенкӗ ытла илӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас