Çутă çул
+12 °С
Дождь

Пушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫ

Пушкӑртстан прокуратури наркотиксемпе суту-илӳ тунӑшӑн тата укҫана «ҫуса тасатнӑшӑн» айӑплакан 43—47 ҫулсенчи виҫӗ арҫынна суда панӑ.

Пушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫПушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫ

Пушкӑртстан прокуратури наркотиксемпе суту-илӳ тунӑшӑн тата укҫана «ҫуса тасатнӑшӑн» айӑплакан 43—47 ҫулсенчи виҫӗ арҫынна суда панӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2024—2025 ҫулсенче вӗсем чарнӑ япаласене республикӑри темиҫе районта: Альшей, Пелепей, Давлекан, Туймазă, Чекмагуш тата Шаран районӗсенче закладкӑсем урлӑ сутнӑ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче кӑна вӗсем 250 ытла вӑрттӑн вырӑн тума ӗлкӗрнӗ. Хӑйсен саккунсӑр тупӑшне — 700 пин тенке — арҫынсем укҫана «ҫуса тасатма» ют банк счечӗсем ҫине куҫарнӑ. Полицейскисем вӗсен ӗҫне чарса наркотиксене пурне те туртса илнӗ. Суд фигурантсен банк счечӗсене, хваттерне тата икӗ машинине арестленӗ ӗнтӗ. Халӗ ĕҫе Чекмагушри районсен хушшинчи суд пӑхса тухӗ.

ПР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-05/v-bashkirii-tryoh-muzhchin-budut-sudit-za-narkotorgovlyu-i-otmyvanie-deneg-4675430

 

Пушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра виҫӗ арҫынна наркотик сутнăшан тата финанс махинацишĕн суд тӑвӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас