

Преступниксем ҫулран-ҫул кӑткӑсрах схемӑсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, ултавҫӑсем асӑрхаттарусене пӑхмасӑр, ҫынсен шанӑҫӗпе усӑ кураҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑрланӑ чухне ултавҫӑсен парнисем ватӑсем, сывлӑх енчен хавшак ҫынсем пулаҫҫӗ, ҫак ӳсӗмри ушкӑнсем валли Кистенлĕри Культура çуртĕнче «Ултавҫӑсене хӑвна улталама ан пар!» профилактика калаçăвĕ иртнĕ. Калаҫӑвӑн тӗллевӗ — право пӗлӗвне ӳстересси, ватӑсем тӗлӗшпе улталанӑ тӗслӗхсене профилактикӑласси. Калаҫу вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем ултавлӑ ӗҫсен чи анлӑ сарӑлнӑ схемисем пирки пӗлнӗ: киле килни, телефон шӑнкӑравӗсем тата пӗлсе тӑрсах суя информациллӗ СМС-пӗлтерӳсем, интернет ултавӗ. Хутшăнакансене пурне те хӑрушлӑхсӑр хӑтлав правилисем пирки сӗнӳсем панӑ, вӗсене пӑхӑнни ултавҫӑсен парни пулмасса пулӑшма пултарать, ҫавӑн пекех килте те, урамра та сыхӑ тытмалли тӗп правилӑсем тӑрӑх конкретлӑ лару-тӑрӑва тишкернӗ, чи кирли ултавҫăсене ҫирӗп «Ҫук!» теме пĕлмелле.
Тӗлпулу вӗҫӗнче хутшӑнакансене «Тимлӗр, ултавҫӑсем!» памяткăсем валеçсе панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.