«Башинформ» çăлкуçĕ пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕ килти ĕçсене пурнăçланă чух тимлĕхсĕр юлнă çулталăкри ача коляска çинчен шуса анса тулли шыв витри патне çитнĕ. Витрене пуç хĕрлĕ кĕрсе ÿкнĕ те шывпа чыхăнса вилнĕ. Амăшĕ ачана çакăн пек лару-тăрура тупнă та. Çемье пирки калас пулсан, вăл йĕркеллĕ пулни паллă.