Регионти Чрезвычайлă лару-тăру Тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх Казы-Ельдяк ялĕ çумĕнче кĕтÿçĕн ÿтне тата унăн лашине тупни çинчен пĕлтерÿ 18.45 сехетре килнĕ. Вĕсем çиçĕм çапнине пула вилнĕ.
Пушкăртстанăн çав районĕнчи Байгильды, Казы-Ельдяк, Турбек, Ельдяк, Сабанаево, Баргата, Бадраково ялĕсенче кăнтăрла хыççăн çанталăк начарланнине пула элкетроэнерги авариллĕ сÿннĕ. Юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Çăлавçăсем асăрхаттараççĕ, енчен те эсир çиçĕм ялтăранă чухне уçа вырăнта пулсан:
— сотовăй телефонăрсене тата ытти устройствăсене сÿнтерĕр, зонтпа усă курма юрамасть;
— çÿллĕ йывăçсем айне ан пытанăр, уйрăмах пĕччен тăраканнисем айне. Статистика тăрăх юман, тополь, хыр, чăрăш уйрăм хăрушлăхлă шутланаççĕ;
— пытанмалли вырăн пулмасан çĕр çине выртмалла е типĕ шăтăка, траншейăна кĕрсе лармалла. Ÿт çĕрпе перĕннин лаптăкĕ пĕчĕкрех пулсан аванрах;
— аслати вăхăтĕнче вăрманта пулсан, тĕмсем хушшине пытанмалла;
— аслати вăхăтĕнче шыва кĕме юрамасть. Енчен те эсир аслатиллĕ, çиçĕмлĕ тăвăл килнине курсан, çийĕнчех шывран тухмалла, çыранран аяккарах каймалла, çыран хĕрринчи тĕмсенче пытанма юрамасть;
— çиçĕм вăхăтĕнче чупма, велосипедпа пыма юрамасть. Пытанмалли вырăн шыраса сирĕн уçă вырăн тăрăх иртмелле пулсан — ан чупăр, хуллен кăна васкамасăр утăр;
— енчен те эсир çÿллĕ вырăнта тăратăр пулсан, айлăмалла анăр;
— енчен те эсир çиçĕмпе аслати вăхăтĕнче кимĕре шыв çинче пулсан, çыраналла ишĕр;
— енчен те сире аслатиллĕ тăвăл çул çинче машинăра хăваласа çитрĕ пулсан, чарăнăр, çанталăк лăпланиччен çул хĕрринче е автостоянкăра, çÿллĕ йывăçсенчен инçерех тăрăр. Чÿречесене хупăр, радиоприемник антеннине антарăр, машинăран ан тухăр;
— велосипедпа мотоцикл çак вăхăтра уйрăм хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсене çĕр çине ÿпĕнтермелле те вĕсенчен 30 метртан инçерех пăрăнмалла.