Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
26 Июлӗн 2019, 17:29

Пушкăртстанра Шуратăл юханшывра арçын путса вилнĕ

Июлĕн 24-мĕшĕнче Пушкăртстанра шыв çинче черетлĕ инкек пулса иртнĕ.

Каçхи çичĕ сехет тĕлнелле Бирск хулинче Шуратăл (Белая) юханшывĕнче 39 çулхи арçын путса вилнĕ.

Регионти Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пулса иртни çинчен инкеке курнă çынсем пĕлтернĕ, ачнах хăйсем тĕллĕн ăна çăлса хăварайман. Вырăна килсе çитнĕ водолазсем инкек хыççăн тепĕр сехетрен арçын ÿтне шывран кăларнă.

Арçын çырма хĕрринче çемйипе каннине тата шыва кĕме оборудованилемен вырăнта шыва кĕнине пелтернĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: