Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
30 Июлӗн 2019, 14:48

Пушкăртстанра полици ĕçченĕ хурт сăхнинчен вилнĕ

Пушкăртстанра пурăнакан хурт сăхнинчен вилнĕ, пĕлтерет «Вся Уфа» телеканал.

Инкек Мишкин районĕнче пулса иртнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, полици капитанĕ Венир Ибатуллин канмалли кун çемйипе Юбайкулево ялĕнче пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă. Каçхине арçынна мăйĕнчен темиçе хурт сăхса илнĕ тата ăна çийĕнчех сывлама йывăр пулнă. «Васкавлă пулăшу» машинипе арçынна больницăна илсе кайнă. Анчах тухтăрсем шар курна çыннă пулăшайман, полици ĕçченĕ анафилактикăллă шокран вилсе кайнă. Унăн мăшăрĕпе виçĕ ачи тăлăха тăрса юлнă.

Тухтăрсен сăмахĕсем тăрăх, хурт сăхни чăннипе те вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Хуртсен çыннăн иммун системине самантрах аркатакан аллерген пур.

«Çакна евĕр пулăмсем хуртсене е хурт-хăмăр апат çимĕçне аллерги пур çынсемпе пулаççĕ. Хурт урамра апат çинĕ, алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ, пирус туртнă вăхăтра ытларах тапăнать», — ăнлантарнă аллерголог-иммунолог Лариса Давлетова.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: