Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пулса иртни
20 Августӑн 2019, 11:59

МУНЧА ХУТНĂ ЧУХНЕ ÇУЛĂМПА ПИÇНĔ

Иртнĕ эрнере Пушкăртстанра 158 пушар тухнине шута илнĕ.

Вĕсенче виçĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тата тăваттăшне çăлса хăварнă.

Гафури районĕнчи пĕр ялта виçĕ ача (улттă, тăххăр тата вун виçĕ çулхисем) хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ çуткăчпа (горелка) мунча кăмакине хутнă чух çулăмпа пиçнĕ. Суранланнă ачасене Çтерлĕ хулинчи пиçсе кайнă çынсене сиплекен центра ăсатнă.

Республикăри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăна пушар сÿнтерекенсене чĕнтермен. Кил-çуртри хуçалăх çунса сиенленни те пулман. Ачасем те ăнăçлă çемьере çитĕнни паллă.
Читайте нас: