Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
21 Августӑн 2019, 16:33

Пушкăртстанра пилĕк çулхи хĕр ача çине шкаф ÿкнĕ

Стерлитамакра сарăмсăр инкеке пула пилĕк çулхи хĕр ача вилнĕ.

«Башинформ» агентствăна пĕлтернĕ тăрăх, хĕр ача ултă çулхи пиччĕшĕпе пÿлĕмре вылянă.

«Ачасем выляса алхасса кайнă. Хĕр ача шкаф çине хăпарса кайнă тата унтан батут çине сикнĕ. Шкаф тÿрремĕн ача çине ÿкнĕ. Хĕр ача вилнĕ. Инкек пулса иртнĕ вырăна килсе çитнĕ «васкавлă пулăшу» ĕçченĕсем ача вилнине çирĕплетнĕ», — каласа панă пуплешекен çын.

Ачасем çитĕннĕ çемье ăнăçлă пулни паллă. Инкек пулса иртнĕ вăхăтра юнашар пÿлĕмре ашшĕ-амăшĕнчен пĕри пулнă.

«Асăннă факт тăрăх следстви умĕнхи тĕрĕслев пырать», — пĕлтернĕ «Башинформ» агентствăна регионти Следстви комитечĕн пресс-службинче.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: