Икĕ çул каялла хĕрне пытарнă амăшĕ полицие заявлени çырса панă. Вил тăприне темиçе кун каялла чавни паллă.
«Август уйăхĕн 23-мĕшĕнче полицие хулари масар çинче вил тăприне чавнă пирки информаци çитнĕ. Пулса иртнĕ вырăна следствипе оперативлă ушкăн çитнĕ.
Оперативлă шырав мероприятийĕсен вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем Оренбург облаçĕнчен 32 çулхи арçынна тытса килнĕ.
Пушкăртстанри МВД пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, арçын 2017 çулта Орск хулинче çул çинче аваринче вилнĕ хĕрарăма пĕлнĕ. Арçын çак вырăнта палланă хĕрарăма пытарнине шанмасăр вилтăприне чавса тĕрĕслес тенĕ.
Вилесенчен тата вилнисене пытарнă вырăнсенчен мăшкăллашнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 244 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă», - тесе пĕлтернĕ ведомство ĕçченĕсем.
Маларах çакăн пек киревсĕр ĕç Ĕпхÿ районĕнчи ял масарĕ çинче те пулса иртнĕ. Ун чух масар ĕçченĕ вунă çул каялла вилнĕ 60 çулхи арçын вил тăприне чавма тытăннине пĕлтернĕ. Çак ĕçе вилнĕ çыннăн тăванĕсем тума пултарнă имĕш.