Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пулса иртни
16 Сентябрӗн 2019, 16:21

Шкул ачи йăмăкне мĕншĕн путарса вĕлернĕ

Пушкăртстанра сентябрĕн 13-мĕшĕнче хăрушă инкек пулса иртнĕ.

Салаватра 11 класра вĕренекен хĕрача хăйĕн çичĕ çулхи йăмăкне урок тума чăрмантарнăшăн, итлеменшĕн лăплантарма шутланă. Вăл ăна мунчана илсе кĕнĕ те шыв тултарнă таза пуçĕпе чикнĕ. Асли кĕçĕннине çапла ќăштах тытса тăнă. Юлашкинчен çичĕ çулхи ача шывпа чыхăнса сывлама чар́ăннă та вилнĕ.

Икĕ хĕрачана та 2017 çулта усрава илнĕ пулнă, мĕншен тесен вĕсен тăван амăшне ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă. Шкул ачи, тен, йăмăкне унччен чăтса ирттернĕ психологи травмисене пула вĕлернĕ тесе шутлаççĕ. Çакăн çинчен Пушкăртстанра ача прависем тĕлĕшпе уполномоченнăй Милана Скоробогатова каланă, пĕлтернĕ РИА Новости.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: