Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пулса иртни
23 Сентябрӗн 2019, 16:30

Пушкăртстанра инкеке пула МЧС сотрудникĕ сарăмсăр вилнĕ: виçĕ ача ашшĕсĕр тăрса юлнă

Бурай районĕнче сентябрĕн 23-мĕшĕнче çĕрле Пушкăртстан МЧС сотрудникĕпе инкек пулса иртнĕ. «Башкортостан» телерадио компанийĕн информацийĕ тăрăх, тăватă арçын УАЗ автомобильпе ту çине хăпарнă. Унта вĕсем машинăран тухнă, алă тормозне лартма маннă. Машина аялалла кусса кайса ÿпленнĕ те 34 çулхи арçын ун айне пулнă.

Инкек курнă арçын Караидель районсем хушшинчи ПР МЧС надзор ĕç-хĕлĕпе профилактика ĕçĕн пайĕн дознавателĕ Дамир Газизов пулни паллă пулнă. Дамир Газизов пушар сыхлавĕнче 2002 çултанпа вай хунă, вăл курсантран пуçласа шалти служба подполковиникĕ таран çитнĕ. Раççей МЧС ведомствин медалĕсене тивĕç пулнă. Икĕ хĕр тата 4 çулхи ывал ÿстернĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: