Инкек курнă çын полицие заявлени çырса панă, уншăн ăна каллех хĕненĕ. Виççĕмĕш хутĕнче ферма ертÿçин тăванне çапкаласа пăрахнă. Уголовлă ĕç хускатнă пуçтах çын хирĕçĕве майлаштарма шутланă, ферма заведующин тăванĕпе калаçма шут тытнă, анчах ĕç мирлĕ вĕçленмен, каллех çапăçу кăрнă. Суд пуçтах çынна виçĕ çула ирĕкрен хăтарнă. Прокурорсем приговор ытла çемçе тесе ПР Верховнăй суда заявлени çырнă, çапла майпа çапăçкăç пĕтĕмĕшле режимла колонинче 3,5 çул ирттерет.