Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
4 Октябрӗн 2019, 20:16

УПА ĔНЕ КĔТĔВНЕ ТАПĂННĂ

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Çĕнĕ Саит (Новосаитово) ялĕнче упа ĕне кĕтĕвне тапăннă. «Комсомольская правда» хаçат пĕлтернĕ тăрăх‚ чапрас ураллă упа ĕнесене урам тăрăх пĕр шикленмесĕр хăваланă. Унтан пĕрне ярса тытнă.

Ял çыннисем шăв-шава илтсе вăхăтра урама чупса тухнă. Аманнă ĕнене çăлса хăварнă. Упа вара вăрмана тарса пытаннă.

Унччен маларах Кугарчă районĕнчи Бикбулатово ялĕ çумĕнче упа лашана туласа пĕтернĕ пулнă. Выльăх виллине ял çыннисем тупнă. Вĕсем тискер чĕр чун кил-çурт çывăхне пырасран тата çынсем çине тапăнасран шикленеççĕ.
Читайте нас: