Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
8 Октябрӗн 2019, 18:57

Ватă хĕрарăма пушартан илсе тухнă

Паян 7 сехет те 22 минутра Пишпÿлекри пушар чаçне Кистенлĕре пушар тухни çинчен шăнкăравланă. Шкул урамĕнче пĕччен пурăнакан ватă хĕрарăм çуртне вут хыпнă. Пушар тата васкавлă медицина пулăшăвĕн сотрудникĕсем тата ял-йыш вăхăтлă мерăсем йышăннине пула пушарта вилнисем çук. Пушар сăлтавне палăртаççĕ.

— Йăсăрланса тухакан тĕтĕме тата çулăма килте чÿречерен куртăм. Пиртен инçех мар вырнаçнă çурт çунать иккен. Хăвăрт тăхăнса чупса тухрăм, — каласа парать Анатолий Васильев, яла отпуска килнĕскер. — Çурт тăрри çунатчĕ, шифер шаплататчĕ. Çынсем витресемпе шыв сапма тытăннăччĕ. Эпĕ 1997 çултанпа Ямал-Ненецк округĕнче пушар чаçĕнче ĕçлетĕп, çавăнпа та çакнашкал самантсенче мĕн тумаллине пĕлетĕп. Çынсене çăлмалла! 82 çулхи ватă хĕрарăма хура тĕтĕм ăшне путнă пÿлĕмре тупрăм, ăна урама йăтса тухрăм. Алексей Куляковпа Дмитрий Иванов пулăшрĕç. Ытти службăсем те оперативлă ĕçлерĕç.

Анатолий Васильев хăйне герой тесе шутламасть, вăл професси тивĕçне пурнăçланă.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн санÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: