Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
28 Октябрӗн 2019, 17:22

Экстрасенссем 19 çулхи Пелепей хĕрĕн сарăмсăр вилĕмĕн сăлтавне пăхса тухнă

Тăватă уйăх каярах Пелепейри Шаяновсен çемйинче хăрушă трагеди пулса иртнĕ — 19 çулхи хĕрĕ аварине лексе вилнĕ.

Унăн ашшĕ-амăшĕ ТНТ каналпа пыракан «Битва экстрасенсов» передачăна кайнă, трагедин сăлтавне тĕпчеме пулăшу ыйтнă. Июньте Люба юлташĕсемпе шыва кĕме кайнă пулнă, руль умне хăй ларнă. Каç енне çамрăксемпе 30 çулсенчи арçынсем пырса паллашас тенĕ. Любăна çакă килĕшмен. Каярахпа паллă пулнă тăрăх, киле кайнă çул ункай Любăн машинине шăпах çав арçынсем хăйсен машинипе çул памасăр, авари патне илсе çитернĕ. Амăшĕ каланă тăрăх, водитель хĕре çул памасăр мала иртсе кайма паман. Аваринче пĕтĕмпе Люба хăй айăплă тесе йышăннă. Хĕрарăм çакăнпа килĕшес темест.

Передача тăршшĕпе пулнă экстрасенссем пурте тенĕ пек Люба амăшне никама та айăпламасса ыйтнă, кунта шăпа çапла киле тухнă, тенĕ. Çул çинче руль умĕнче пынă чух адреналин тата драйв хĕрÿлĕхне чакармалла тесе сĕннĕ.



Сăнÿкерчĕкĕ: стоп-кадр ТНТ.
Читайте нас: