Игорь Николаевăн çăлкуçĕнче район çыннисем чылайăшĕ канма юратаççĕ. Игорĕн ашшĕ-амăшĕ Дорофей Федоровичпа Зинаида Николаевна, район администрацийĕ, обществăлла организацисем, сÿрĕк мар кăмăллă çынсем кунта тирпей-илем кĕртме тăрăшса кунта нумай вăй хунă. Экологи субботникĕсем чылай ирттереççĕ, йывăç хунавĕсем лартнă. Мрамор плити çинче Игорь сăнÿкерчĕкĕ. Вăл кунта шыв ĕçме килекенсене пурне те ырă кăмăлпа кĕтсе илет. «Ырă çынсем…» — тет Игорь. Чăннипе вара ырă мар, çынсем те мар пулса тухать…
Вандализм факчĕ тăнран ярать. Пÿтсĕр çынсене çак ĕçе тума мĕн хистенĕ-ши? Чунсăрлăх? Тискерлĕх? Çилĕ? Хăйне хăй çын пек туяс тенĕ-ши?
Çак тискерлĕхре пирĕн айăп та пур. Игорь, унăн ашшĕ-амăшĕ умĕнче намăс. Намăс тата кÿренÿллĕ.
Уголовнăй кодексра вандализмшăн уйрăм статья пур. Çакнашкал ĕçсемшĕн штраф тÿлеттереççĕ е обязательнăй йĕркепе ĕçлеттереççĕ кăна мар, тĕрмене те лартма пултараççĕ.