Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
1 Ноябрӗн 2019, 14:58

Хушăлка çынни хăйĕн пахчинче боеприпас тупнă

Хушăлка çынни хăйĕн пахчинче Граждан вăрçи вăхăтĕнчи хĕçпăшала ăшанă япала тупнă

Тупни çинчен пĕлтернĕ хыççăн унта Росгвардин ОМОН уйрăмĕн инженерипе техника специалисчĕсене янă. Взрывотехниксем тупнă япала Граждан вăрçи вăхăтĕнчи артиллери снарячĕн корпусĕ пулнине палăртнă. Вăл хăрушă мар. Авалхи боеприпасăн корпусне полици уйрăмне панă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: