Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
1 Ноябрӗн 2019, 18:51

Çухалнă ашшĕпе икĕ ывăлне Уфари мĕнпур водолазсем шыраççĕ

Октябрĕн 26-мĕшĕнче çухалнă ашшĕпе икĕ пĕчĕк ывăлне шырама чарăнман-ха.

Улттăмĕш кун вăрман йăрăмĕсемпе юханшыв çырмисен таврашĕнче шырав пырать. Полиципе волонтерсем çумне Уфари Шыравпа çăлав отрячĕн водолазĕсем хутшăннă.

Малтанхи икĕ кун тăршшĕнче шыв айĕнче13000 тăв. м шыранă. Никама та тупман.

Волонтерсем Президент Отель таврашĕнче шырама пуçланă. Тĕрлĕрен версисене пăхса тухаççĕ: аташса кайнинчен пуçласа вилнĕ таранччен.

37 çулхи Артем Мазов тата унăн икĕ ывăлĕ — 5 çулхи Вячеславпа 8 çулхи Илья октябрĕн 26-мĕшĕнче çухалнă. Арçын арăмĕпе хирĕçсе кайнă та икĕ ывăлне илсе таçта кайса çухалнă. Каярахпа унăн автомобильне Инорс таврашĕнчи вăрман йăрăмĕнче тупнă. Следстви комитетĕнче «Убийство двух и более лиц, малолетних» статьяпа уголовнăй ĕç пуçарнă.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: