Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
5 Ноябрӗн 2019, 17:25

Пушарта амăшĕ тата икĕ ачи çунса вилнĕ

Татышлă районĕнче пулнă пушарта амăшĕ тата икĕ ачи çунса вилнĕ факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. Пушар вырăнĕнче оперативлă следстви ушкăнĕ ĕçлет. Пушкăртстанри следстви комитечĕ пушара сÿнтернĕ вăхăтра виçĕ ÿт тупнă факт тăрăх «асăрханусăр пулнăран икĕ тата ытларах çын вилни» статьяпа уголовный ĕç пуçарнă.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнчи çĕрле Верхние Татышлы ялĕнчи уйрăм çуртра пушар тухнă. Пушара сÿнтернĕ вырăнта 29 çулхи амăшĕн, унăн икĕ тата сакăр çулхи ачисен ÿчĕсене тупнă. Пушарта виçĕ арçын та суранланнă, вĕсене тĕрлĕ степеньлĕ пиçсе пĕтнĕ сурансемпе больницăна илсе кайнă, пĕлтереççĕ ведомство пресс-службинче.

Ял Советĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пушарта вилнĕ хĕрарăмăн упăшкине, пиччĕшне, упăшкин пиччĕшне тата пилĕк çулхи хĕрачана — вилнĕ хĕрарăмăн хĕрне больницăна илсе кайнă.

Виçĕ ачаллă çемье Гарибашево ялĕнчен Верхние Татышлы ялне куçса килнĕ, кунта çурт тунă, вăхăтлăха инкек курнă хĕрарăмăн тăванĕ патĕнче пурăннă. Пушар çĕрлехи виçĕ се-хетре, пурте çывăрнă вăхăтра пуçланнă. Хальхи вăхăтра пу-шар вырăнĕнче оперативлă следстви ушкăнĕ ĕçлет.

ProUfu.ru материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: