Хулари Граждан хÿтлĕхĕн управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, водолазсем Уфа çырмин акваторинче шыраççĕ, мĕншĕн тесен çавăнта Мазовăн автомобильне тупнă.
Ноябрĕн 6-мĕшĕнче Уфари УГЗ Шыравпа çăлав специалисчĕсем, Раççей МЧС Уфари Шыравпа çăлав отрячĕн специалисчĕсем, Нижний Новгородран килнĕ вĕсен ĕçтешĕсем
Сипайлово таврашĕнче вырнаçнă çырмана, Тужиловка тата Трамплин ялĕсенче тĕрĕсленĕ. Шыв айĕнче шырама сонарпа усă кураççĕ.
Çухалнисене хаман та тупман. Уфари УГЗ водолазĕсем 47 000 тăв. м тĕпченĕ ĕнтĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Санÿкерчĕкĕ: Уфари УГЗ пресс-служби.