Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
16 Ноябрӗн 2019, 21:10

Ĕне тирĕ айне вырнаçтарнă микрочип хăваласа кайнă кĕтĕве тупма пулăшнă

Пушкăртстанра Хайбулла районĕнче ĕне тирĕ айне вырнаçтарнă микрочип хăваласа кайнă кĕтĕве тупма пулăшнă.

Целинное ялта пурăнакансем ĕнисемпе вăкăрĕсене ирĕк çÿреме кăларса янă. 27 выльăх киле таврăнмасан ял халăхĕ полицине заявлении çырнă. Полици уйрăмĕнче кĕтĕве шырама икĕ оперативлă группа йĕркеленĕ. Телее, пĕр ĕне хуçи хăйĕн выльăхне микрочип лартнă та телефон приложенийĕпе вăл ăçта пулнине тупса палăртма пултарнă. Çакă кĕтÿ хыççăн тĕрĕс çулпа пыма пулăшнă.

Полицинче ĕçлекенсем вăрланă кĕтĕве Оренбург облаçĕнчи Вишневое ял çумĕнче, çухалнă çĕртен 30 километрта тупнă. Кĕтĕве республика тулашне хăваласа кайна юланутçă тарса пытанма хăтланнă. Анчах та вăл инçете тарайман, вăрра тытнă. Вăл Оренбург облаçĕнче пурăнакан 28 çулхи нихăçта та ĕçлемен çын пулса тăнă.

«Варлани» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: