Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пулса иртни
26 Ноябрӗн 2019, 16:42

Пушкăртстанпа Челябинск облаçĕн чиккинче çĕр чĕтревĕ пулнă

Ноябрĕн 18-19-мĕшĕсенче Казахстанри даннăйсен наци центрĕнчи сейсмологи станцин даннăйĕсем тăрăх, пĕрремĕш чĕтрев Челябинск облаçĕнчи Кизил районĕнче — Сибайран 18 километрта — пулнă.

Магнитуда 2.2 единицăпа танлашнă. Тепĕр çĕр чĕтревĕн хумне сейсмологсем Челябинск облаçĕнчи Уй районĕнчи Кочнево ялĕ çывăхĕнче, Тунгатарово пушкăрт ялĕнчен инçех мар регистрациленĕ.

Юлашки хут сейсмологи палăрăмне 2018 çулхи ноябрьте сăнама пулнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: