Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
27 Ноябрӗн 2019, 19:47

«Крымский» кĕпере вăрланă

Пушкăртстанри Архангельск районĕнче тĕлĕнмелле ЧП пулнă — паллă мар çынсем Кургашлы çырми урлă хунă кĕпере вăрланă.

Çуран çÿрекенсем валли 16 метрлă кĕпере Крымри кĕперпе пĕр вăхăтра тунă, çавăнпа ăна халăхра Крымский ят панă.

Вырăнти предприниматель Вадим Зайцев пĕлтернĕ тăрăх, вăрăсем малтан кĕпер конструкцине икке пайланă. Унтан çыран хĕрринче сÿтсе, длинномер çине тиесе илсе кайнă.

Вадим Зайцев кĕпере виçĕ çул каярах хăйĕн укçи-тенкипе туса лартнă. Вăл каланă тăрăх, пĕтĕмпе 100 пин ытла тенкĕ расхутланă. Бизнесмен хуралçă ним те каламан, тесе тĕлĕнет, тен, вăл хăй вăрăсен шутĕнче? Бригада пĕр сехет кăна ĕçлемен курăнать, вĕсем хуралçă тăракан вагончика те тиесе кайнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: