Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
28 Ноябрӗн 2019, 18:25

Пуяс тесе 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ…

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненнипе кредит илнӗ

Ҫав укҫана вӑл «электрон укҫа» туянатӑп тесе палламан ҫынсене куҫарса панӑ.

Арҫын патне ултавҫӑсем кӑҫалхи сентябрьте шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӗсем электрон лапамра пуйма май пурри ҫинчен ӗнентернӗ. Хӑйӗн укҫи хӗсӗкрех пулнӑ курӑнать, арҫын кредит хыҫҫӑн кредит илнӗ. Укҫана электрон акци туянма тесе куҫарса пынӑ. Хӑйсене биржа аналитикӗсем тесе паллаштарнисем сутаканӑн счечӗ ҫинче АПШн 46 пин долларӗ пухӑнчӗ тесе ӗнентернӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын тупӑшӑн процентне илес тесен лешсем тата тепӗр 5 пин доллар ыйтнӑ. Вара тин арҫын хӑй ултав авӑрне ҫакланнине тавҫӑрса илнӗ.

Вӑл 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ унӑн кредита тӳлеме тивӗ.

#ШӖМ, #парӑмсем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар, #ултав
Читайте нас: