Вĕсем право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсене чĕнтернĕ. Арçын ÿчĕ çинче нимĕнле сурансем те тупман. 38 çулхи çын хăй çине алă хунă пулас. Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, асăннă факт тăрăх тĕрĕслев ирттереççĕ. Судпа медицина экспертизи вилнин чăн сăлтавне палăртать.