Уфари Граждан хÿтлĕхĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, унта икĕ çынран тăракан çемье пурăннă. Çăлавçăсем пристроя закона пăсса тунă тесе пĕтĕмлетнĕ. Унта пурăнакансене вăхăтлăха вырнаçтармалли центра кайма сĕннĕ, лешсем килĕшмен.
Малашне çурт ишĕлес хăрушлăх çук. Малтан палăртнă тăрăх, пристрой тăпра аннине пула ишĕлнĕ. Çурта кашни кун специалистсем сăнаса тăраççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.