Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
12 Декабрӗн 2019, 13:41

Пушкăртстанра прокуратура шкул ачи «канфит» çисе наркăмăшланнă факта тишкĕрет

Пушкăртстанра шкул ачи темĕнле «канфит» çисе наркăмăшланнă тепĕр ĕç пулса иртнĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Стерлитамакри ача больницин йышăнакан уйрăмне шкултан 11 çулхи арçын ачана илсе пынă. Ачан наркăмашланнин паллисем палăрнă.

Илсе килсенех ачан сывлăхĕ питĕ начар пулнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, пĕрремĕш урок пуçланиччен унпа пĕр класра веренекен ача ăна чăмламалли канфит («снюс» пулма пултарать) панă. Темиçе минутранах арçын ача хăйне начар туйма пуçланă, ăна васкавлă пулăшу машинипе больницăна илсе килнĕ.
Çак факт тăрăх прокуратура тĕрĕслев ирттерет.
Маларах çакăн пек инцидент Кармаскалă районĕнче пулса иртнĕ. Ноябрьте 12 çулхи ача больницăна лекнĕ. Врачсем вăл никотин тытăнса таракан веществосемпе наркăмăшланнине палăртнă. Ун чухне те ачана унпа пĕр çулхи ача «канфитпе» сăйланă.
Мĕн вăл снюс? Хăрушă япала и вăл? Ачасене унпа усăланма епле чармалла?
Уфари нарколог каланă тăрăх, снюсра тата та вăйлăрах, хăрушăрах, наркăмăшлăрах веществосем тытăнса тăма пултараççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: