Кайран начар шухăшлă çынсем тепӗр кафе патне çул тытнă. Восточная урамри кафере палламан арçынсем 26 çулхи çамрăка хайсене пивопа хăналама хистенӗ. Çамрăк вӗсем каланине туман. Арçынсем, урамра ларакан автомобиль çак çамрăкăн пулӗ тесе, ăна пистолетран темиçе хут пенӗ.
Арçынсене полиции сотрудникӗсем тытса чарнă. Вӗсем иккӗшӗ те ÿсӗр пулнă. Тытса чарнă чухне полиции сотрудникӗсене хирӗç танă.
Суранланнă çамраксене тӗп район больницине илсе кайнă. Çак ӗç тăрăх уголовлă ӗç пуçарнă.
«Башинформ» ИА материалӗсем тăрăх.