Çутă çул
+6 °С
Ясно
Пулса иртни
14 Января 2020, 09:33

Ача çине пÿрт тăрринчен пăр татăкĕ ÿкнĕ

Салават хулин администрацинче ача çине пÿрт тăрринчен пăр татăкĕ ÿкни çинчен тĕплĕнрех каласа панă

Добавить в предпочтительные источники Google
Çичĕ çулхи ача хĕллехи ăшă çанталăка пула инкек курнă. Январĕн 11-мĕшĕнче хулари Ключевая урампа пынă чух ун пуçĕ çине ирĕлнĕ пăр татăкĕ ÿкнĕ.
Ачана хулари травмопункта илсе килнĕ, унăн пуçĕ суранланнине пула юн тухнă. Врач-травматолог пăхнă хыççăн сурана çĕленĕ, ачана килне янă. Пуç мими кисреннин паларăмĕсем пулман, пĕлтереççĕ вырăнти влаçсем. Халĕ пулса иртнин сăлтавĕсене прокуратура тĕпчет.
Мĕнпур коммуналлă службăсене вăйлатнă ĕç йĕркине куçарнă.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас