Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
5 Нарӑсӑн 2020, 19:33

Эрехпе наркăмăшланнă

Унашкаллисем хушшинче 14 çула çитмен ачасем те, çамрăксем те пур

Шел те, Чăваш Енре эрехпе наркăмăшланса вилекенсем çулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 çулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнăçран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент нумайрах пулнă. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Чăваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышĕ çулталӑкра чакнă: 789 тӗслӗх пулнă, кăтарту 618 çитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ — арҫынсем.
Ку кăна мар, 14 çула çитмен ачасем эрехпе наркăмашланнă 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрăксем хушшинче — 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тăрăх, 387 çын этанол ĕçсе шар курнă, 201 çын паллă мар спиртпа аптăранă. 27 çын вара метанолпа наркăмăшланнă.
Читайте нас: