Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Пулса иртни
6 Нарӑсӑн 2020, 12:03

Пусă шăтăкне аннă та чĕрĕ тухайман

Январӗн 22-мӗшӗнче Тутарстанри пӗр ялта пулнă инкекӗн сăлтавӗ каллех — хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.

Кунта управляющи компанин ӗçченӗ ӗç вăхăтӗнчех вилсе кайнă иккен. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, компанин икӗ ӗçченӗ çав кун пăрăхсем шыв юхтараççӗ текен хыпара тӗрӗслес шутпа ялта шыв пуссисене пăхса çÿренӗ. Закона пăсса пăрăх тăснă пуль тесе арçынсенчен пӗри пусса анса тӗрӗслеме шутланă. Паллах, ятарлă хатӗрсемсӗр, 3 метра ансан тепӗр темиçе минутранах тăнне çухатнă. Виллине çăлавçăсем хăпартнă.
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: