Чăваш Енри Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрне суранлатнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун мунча кунӗ.
Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ — кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав.
Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, район больницине илсе кайнӑ.